Конспект занятия по ознакомлению с окружающим миром во второй младшей группе «Папа, мама, я — дружная семья!» на чувашском языке. (2 младшая группа)
Интеграция образовательных областей: речевое развитие, познавательное развитие, физическое развитие, художественно-эстетическое развитие, социально -коммуникативное развитие.
Цель: формировать представление детей о семье, о нормах и правилах поведения и общения с близкими людьми.
Задачи: Образовательная область "Социально-коммуникативное развитие" - знакомство детей с понятием "Семья", воспитание заботливого и уважительного отношения друг к другу;
Образовательная область" Познавательное развитие"- формирование первичных представлений о семье, развитие любознательности, познавательных интересов;
Образовательная область "Речевое развитие" - развитие связной речи, формирование способности к диалогу. Словарь: семья
Образовательная область "Художественно-эстетическое развитие" (рисование) - вызывать у детей радость от созданного ими изображения солнышко;
Образовательная область "Физическое развитие" - развитие координации движений, крупной и мелкой моторики обеих рук.
Виды детской деятельности, приемы работы: игровая, коммуникативная, продуктивная, чтение художественной литературы.
Материалы и оборудование: Большой конверт, картина с членами семьи, кукла Нарспи, картинки с изображением членов семьи - папы, мамы, ребенка, изображение солнца (круг).
1.Организациллӗ самант: Алӑкран шакаҫҫӗ, конверт параҫҫӗ.
- Ачасем, килӗр-ха ман пата. Сирен валли конверт парса хӑварчӗҫ. Мен-ши конверт ӑшӗнче? Уҫса пӑхатпӑр-и?(уҫаҫҫе, ӳкерчӗк кӑлараҫҫе)
- ӳкерчӗк кунта! Ачасем, ӳкерчӗк ҫинче камсене кураттӑр? –Асатте,асанне, анне, атте, ачасем.
-Ачасем, пурне те пӗр сӑмахпа «ҫемье» тесе калатпӑр.
2. Заняти ҫӳрени :
Воспитатель: Ачасем, эпӗ сире "Ҫемье"ҫӗршывӗ тӑрӑх ҫул ҫӳреме чӗнесшӗн. Мӗнпе ҫитме пултарӑпӑр эпир унта? (Машинӑпа, самолетпа, поездпа)
Воспитатель: Эпӗ поездпа кайма чӗнетӗп. Эпӗ вагон вожатӑйӗ пулатӑп. Пӗрин хыҫҫӑн тепри поезд ҫине вагонсенче хӑвӑр вырӑнӑрсене йышӑнӑр.
- Поезд каять!
Пӗрремӗш чарӑну – Тупмалли юмахсем.
Сирӗн юмах тупсӑмне тупас пулать. Тимлӗрех пулӑр.
1. Кам тӗнчере пуринчен те кӑмӑллӑрах,
Кам пире ачашлать,
Кам пире юратать?
Вӑл пирӗн (анне!)
2. Пӑта ҫапма вӗрентет,
Руль тытма та вӑл парать.
Вӑйлӑ, ӑслӑ та хӑюллӑ
Пире пулма хӑнӑхтарать
Вӑл пирӗн (атте!)
Воспитатель:Маттур! Малалла "Ҫемье"ҫӗршыв тӑрӑх ҫул ҫӳреме каятпӑр. Вагонсенче хӑвӑр вырӑнӑрсене йышӑнӑр (ачасем кустӑрмасем шӑлтӑртатни илтӗнет).
- Иккӗмӗш чарӑну-Пӳрне вӑййи тӗнчи.
Пӳрне вӑйи
Ку пӳрне-асатте,
Ку пӳрне-асанне,
Ку пӳрне атте,
Ку пӳрне - анне,
Ку пӳрне-эпӗ,
Эпир пурте - туслӑ ҫемье!
Воспитатель: вагонсенче хӑвӑр вырӑнӑрсене йышӑнӑр та малалла каятпӑр.
Тепӗр чарӑну-Пулӑшу ятлӑ.
Воспитатель: Пӑхӑр - ха, пукане. Вӑл мӗншӗн макӑрать?
Нарспи:Авани, эпӗ Нарспи.
Воспитатель: Мӗн пулчӗ, Нарспи?
Нарспи: эпӗ хамӑн аттепе аннене кӳрентӗм, мӗншӗн тесен вӗсем мана магазинта пукане туянмарӗҫ, ҫавӑнпа та макӑрап.
Воспитатель: Ачасем, аҫӑрпа аннер сире теттесем туянайман самантсем пулнӑ-и?
- Ҫак лару-тӑрура эсир хӑвӑра мӗнле тыткаларӑр? (ачасен отвечӗсем)
- Эсӗ хӑвна Мӗнле тыткаларӑн, Нарспи (Макӑртӑм, кӑшкӑртӑм, аттӗпе-аннене пукане туянса пама ыйтрӑм)
- Ачасем, Нарспи ашшӗ-амӑшӗнчен пукане ыйтса магазинта тӗрӗс тунӑ-ши?
- Эсир хӑвӑр аҫӑр-аннӗрсемпе магазинта тӗрӗс турӑр-и? (ачасен отвечӗсем)
Воспитатель: сирӗн аҫӑр-аннӗрсем сирӗншӗн тӑрӑшаҫҫӗ, праҫниксем ҫитсен, сире хӑйсем парнесемпе - теттисемпе савӑнтараҫҫӗ.
Нарспи: ҫапла, ҫуралнӑ кун ҫитсен, аннепе атте мана ача-пӑча сӗтел-пуканӗ илсе пачӗҫ, саламларӗҫ: "Нарспи, Нарспиҫем, хӗрӗм, хӗвелӗм", терӗҫ.
Воспитатель: Ачасем, сире аҫупа-аннӳ праҫниксенче парнесем панӑ чухне мӗнле ачашшӑн чӗнеҫҫӗ? (ачасен отвечӗсем).
- Мӗнле шутлатӑр эсир: Нарспи хӑйӗн ашшӗ-амӑшне магазинта хӑйне начар тыткаланипе кӳрентерчӗ-и?
Воспитатель: Мӗнле пулӑшма пулать-ха ӑна, мӗн канаш пама пулать? (Ыталас, чуптӑвас, ашшӗ-амӑшӗнчен каҫару ыйтас)
Воспитатель:Нарспи, санӑн чи лайӑх ҫемье, аҫу-аннӳ сана юратаҫҫӗ, саншӑн тӑрӑшаҫҫӗ. Сана хӑвӑн ҫемьӳ савӑнӑҫлӑ та туслӑ пурӑнтӑр тетпӗр. Пирӗн сывпуллашма вӑхӑт! Сывӑ пул!
- Эпир малалла каятпӑр! Тепӗр чарӑну - "Хӗвел тӗнчи.
(Чӳречерен пӑхать) Урамра ҫитре кӗркӳнне
Нӳрӗ, сивӗ, ҫумӑр ҫӑвать,
Хура пелетсем шӑваҫҫӗ.
Пирӗн кунта хамӑр ҫанталӑк.
Пӳртре ӑшӑ, ҫутӑ, тирпейлӗ
Тутлӑ апат-ҫимӗҫ шӑрши сарӑлнӑ
Акӑ ӗнтӗ пӳлӗмре хӗвел те тухрӗ!
Вос-ле (ачасем ватман листи ҫине пӑхаҫҫӗ, ун варрине ҫемье сӑнне ӳкернӗ картинкӑсем ҫыпӑҫтарнӑ). :
- Акӑ пирӗн ҫемье ҫаврашки те, вӑл хӗвел пулса тӑтӑр тесен, мӗнле шутлатӑр эсир, мӗн тума пултаратпӑр эпир? (пирӗн сарӑ карандашем илмелле те хӗвел пайӑрки ӳкерсе пӗтермелле)
(Ачасем карандаш илеҫҫӗ, хӗвел пайӑрки ӳкерсе пӗтереҫҫӗ).
Воспитатель: халь эпир каялла ача садне каятпӑр. Ҫул ҫӳрев вӗҫленчӗ
воспитатель: Ачасем,
-Аҫта кайса килтӗмӗр?
- ҫемье мӗн вара?
-Мӗн килӗшрӗ?
Воспитатель: эсир - тӗнчере чи телейлӗ ачасем, мӗншӗн тесен атте, анне, эсир-ҫемье, пӗр-пӗрне юратаканскерсем, тӑрӑшаҫҫӗ, пӗр-пӗрне пулӑшаҫҫӗ, мӗншӗн тесен (хорпа) :"Атте, анне, эпӗ, эпир пурте - туслӑ ҫемье!"


