Каталог публикаций

Образовательный каталог публикаций "Время Знаний"
Идентификационный номер ISSN: 3034-5952
Издается с 2017 года
Периодичность выхода новых работ: ежедневно
Вид издания: каталог
Версия издания: электронное сетевое
Издатель: Воробьев И.Е.
Тематика: образование
Адрес редакции: г. Тольятти, пр-т. Московский, 57/210

Разместить публикацию Список всех публикаций Опубликовано работ: 63437 лэпбук времена года лэпбук дикие животные



" Ăслă ача" инсценировка

Посмотреть публикацию
Скачать свидетельство о публикации
(справка о публикации находится на 2 листе в файле со свидетельством)

Ваши документы готовы. Если у вас не получается скачать их, открыть или вы допустили ошибку, просьба написать нам на электронную почту konkurs@edu-time.ru (обязательно укажите номер публикации в письме)

Ǎслă ача

(Г.Н.Волков калавě тăрăх лартнă сценка)

Вылякансем:

Илле мучи – ватă ҫын

Улине – кинě

Мирун – ывăлě

Санькка – пěчěк ача

(Лирикăллă кěвě)

Ертсе пыраканě:

Атте тесен – атте умра,

Анне тесен – анне.

Чун çĕкленет, чун савăнать

Вĕсем пĕрле чухне.

Пур ҫемьере те ҫавăн пек-ши? Айтăр-ха пěр ҫемьене хăнана кěрсе тухар, мěнлерех пурăнаҫҫě-ши ҫак ҫемьере?

(Сцена ҫинче сěтел, ун ҫинче апат-ҫимěҫ. Сěтел хушшинче пěчěк ача, ашшě, аслашшě лараҫҫě. Кинě яшка йăтса кěрет, ывăлěпе упăшкине антарса парать.)

(Савăт-сапа сасси, алăк уҫăлса хупăнни илтěнет)

Улине: (хуняшшěне) Акă, ҫи, тăран, янтă хырăм. Ҫитерен, ěҫтерен сана усăсăр. (Яшка антарса парать)

Мирун: Ун пекех хытă ан кала-ха, вăл ватă-ҫке, вăй-халě те ҫук унăн ěҫ туса пулăшма.

Улине: Тата эсě сăмах чěн мана.

(Апат ҫиме лараҫҫě. Ватă ҫын яшкине тăкса ярать.)

Илле мучи: Ах, яшка тăкăнчě-ҫке, кěпе-йěм те вараланчě.

Улине: Эс, ват супнă, мěн хăтланатăн?

Мирун: Мěн вăрҫăнатăн эсě уншăнах?

Улине: Мěн эсě ăна апат пěҫěрсе ҫитеретěн-и, кěпе-йěм ҫуса паратăн-и?

Мирун: Май таран пулăшатăп. Паян та улмине яшка валли хамах шуратрăм-ҫке.

Улине: Йăлăхтарчě сан аҫу, веҫех варлать, ÿкерет, ҫěмěрет.

Мирун: Ун пекех ан кала-ха .

Улине: Паянтан вара санăн аҫун ури те ан пултăр кунта. Аҫуна ҫунашка ҫине ларт та тарăн вара леҫсе пăрах.

Мирун: Мěн калаҫăтăн эс? Эпě аттене? Ҫук, пултараймастăп эп ун пек.

Улине: Мěн тетěн? (хаяррăн)

(Хурлăхлă кěвě)

(Мирун ним чěнмесěр тумтир тăхăнать, ҫунашка илет).

Санькка: Атте, эсě урама тухатăн-и?

Мирун: Тухатăп. (Хурлăхлăн ашшěне тăхăнтартать).

Санькка: Эпě те санпа пыртăп (васкавлă тăхăнать). Атте, эсě асаттене ҫунашкапа ярăнтарасшăн-и?(Ашшě хурлăхлăн чěнмест). Кайран мана ярăнтарăн-и?

(Урамра ҫил-тăман уланă сасă.Ҫил-тăман ташши)

Мирун: (Ҫунашка ҫинче ват ҫын ларать, ăна иккěн туртса пыраҫҫě) Ах, атте, чăн та ватă эс, санран ытларах уссинчен тăкакě. Тěрěсех калать пуль арăм.

(Ҫунашкине тăвайккинчен ярăнтарса ярать. Ывăлě ҫунашка хыҫҫăн чупса анать.)

Мирун: Ǎҫта каятăн?

Санькка: Ҫунашкана илсе хăпарас тетěп.

Мирун: Мěне кирлě сана ҫав ҫунашка? Сана эп ҫěннине илсе парăп.

(Ывăлě ҫунашкана сěтěрсе хăпарать)

Мирун: Мěншěн ҫак ҫунашкашăн нушаланатăн? Каларăм-ҫке сана ҫěннине илсе парăп тесе.

Санькка: Ҫěннине илсе парăн-ха эсě, анчах ку ҫуна ярăнма мар, ваттисене турттса леҫмелли ҫунашка пулě. Аннепе эсě ватăлсан та сире ҫунашка ҫине лартса хам килсе пăрахăп.

(Лирикăллă кěвě)

Ертсе пыраканě: Ҫакăн хыҫҫăн ватă ҫыннăн пурнăҫě лайăхланчě-ши?

Ача ырă курсан ырă пулать, усал курсан усал пулать. Паллах, килте ватă ҫынна урăх нихҫан та кÿрентермěҫ. Кинěпе ывăлě ăна лайăх пăхěҫ, малашне те хăйсен айăпне каҫарттарма тăрăшěҫ. Ватта сума сăвакан – хăй те ырă куракан, ватта хурлăх тăвакан – хăй те хурлăх куракан тесе ахальтен каламан ҫав.

Чаршав хупăнать.