Каталог публикаций

Образовательный каталог публикаций "Время Знаний"
Идентификационный номер ISSN: 3034-5952
Издается с 2017 года
Периодичность выхода новых работ: ежедневно
Вид издания: каталог
Версия издания: электронное сетевое
Издатель: Воробьев И.Е.
Тематика: образование
Адрес редакции: г. Тольятти, пр-т. Московский, 57/210

Разместить публикацию Список всех публикаций Опубликовано работ: 63471 лэпбук времена года лэпбук дикие животные



Викторина "К.В.Иванова пĕлетĕр-и"

Посмотреть публикацию
Скачать свидетельство о публикации
(справка о публикации находится на 2 листе в файле со свидетельством)

Ваши документы готовы. Если у вас не получается скачать их, открыть или вы допустили ошибку, просьба написать нам на электронную почту konkurs@edu-time.ru (обязательно укажите номер публикации в письме)

К.Иванова пĕлетĕр-и? (викторина ыйтăвĕсем)

1. К.В.Иванов хăçан тата ăçта çуралнă?

2. Çак йĕркесем мĕнле сăвăран, ăна кама халалланă?

Ырă чăваш тупăнчĕ

Ырă ĕçе тытăнчĕ.

Чăн чăвашла сăмахпа

Хăй тăванне, чăваша,

Пырса çапрĕ чĕрине

Пăлхатса ячĕ чĕрине.

3. 1907 çулхи март уйăхĕнче Константин Иванов мĕншĕн тăван ялне таврăннă?

4. «Нарспи» поэмăра миçе сăнар? Камсем вĕсем?

5. «Нарспи» поэмăн тĕп шухăшне автор сăмахĕсемпе çирĕплетĕр.

6. К.В.Иванов хăйĕн хайлавĕсене мĕнле виçепе çырнă?

7. «Нарспи» поэмара тĕл пулакан çак сăмахсене: шÿлкеме, тевет, тухъя, ăса, хултăрчă, çÿпçе, хуралтă, çинçе, пил сăмахсене ăнлантарăр.

8. К.Ивановăн «Тимĕр тылăра» çамрăк кине усал-тĕселтен мĕн сыхлать?

9. «Нарспи» поэма пĕрремĕш хут хăçан тата ăçта пичетленсе тухнă?

10. Сетнерĕн тутисем мĕнле?

11. Сиплет тулта Михетер ….. пĕчченех.

12. Миçе юланут Нарспипе Сетнере йĕрлет?

13. Шупашкарта К.В.Иванов ячĕллĕ мĕнле вырăнсемпе палăксем пур.

14. К.Ивановăн «Тимĕр тылă» балладинче чăвашсен мĕнле тыллисем пирки каланă?

15.Нарспи ĕçченлĕхне сăнлакан йĕркесене илсе парăр.